«Агропрмышленность комплексӗнче машина-трактор паркне тӑтӑшах ҫӗнетсе пыма май ҫук. Ҫавна май пур пеккипе кирлӗ пек усӑ курма тӑрӑшмалла», — тесе шухӑшлаҫҫӗ Элӗк районӗнче. Техника ӗмӗрӗ вӑрӑм пултӑр тесе ӗҫрен пушаннӑ техникӑна хӗл каҫарма лартассине тӗрӗслессипе районта смотр-конкурс иртнӗ.
«Алмаз», «Новый путь», «Правда» хуҫалӑхсенче хӑш-пӗр техникӑна ангарсене лартнӑ, прицеплисене бетонланӑ вырӑнсене вырнаҫтарнӑ.
Сморт-конкурс кӑтартӑвӗсем тӑрӑх «Алмаз», Ульянов ячӗллӗ, «Правда», «Новый путь», «Авангард» хуҫалӑхсенче техникӑна упрама лартассине лайӑхрах йӗркелени палӑрнӑ. Техникӑна чи лайӑх упранине, пурлӑхпа техника базине ҫирӗплетнине, техника юсавлӑхӗн шайне ӳстерессине шута илсе сморт-конкурсра «Алмаз» общество пӗрремӗш вырӑн панӑ, Ульянов ячӗллӗ хуҫалӑх иккӗмӗш, «Авангард» хуҫалӑх виҫҫӗмӗш вырӑнсене ҫӗнсе илнӗ.
Колхозсем аркансан хуҫалӑхсене усламҫӑсем ертсе пыма тытӑнчӗҫ. Вӗсенчен чылайӑшӗ малаллах талпӑнать.
Нумаях пулмасть Красноармейски районӗнчи «Караево» (чӑв. Карай) тулли мар яваплӑ обществӑна Израиль консультанчӗсем килсе кайнӑ. Ахальтен мар чӗнсе илнӗ вӗсене. Карайсемшӗн вӗсен сӗнӗвӗсем тем пекех хаклӑ пулнӑ.
Израиль хӑнисем выльӑх-чӗрлӗх ӗрчетес ыйтусемпе канаш пама килнӗ. Малтанах вӗсем выльӑх-чӗрлӗхе тытмалли витесемпе, вӗсене мӗнпе тӑрантарнипе паллашнӑ. Унтан специалистсем сумалли ӗнесене мӗнле пӑхмаллине ӑнлантарнӑ. Тӗрӗс пӑхсан ӗнесем сӗт те ытларах антарӗҫ-ҫке-ха.
Израиль консультанчӗсем пӑрусене тӑрантармалли рациона ҫӗнӗрен пӑхса тухма сӗннӗ. Общество ертӳлӗхӗ Израиль хӑнисемпе малашне те килӗштерсе ӗҫлессине пӗлтернӗ.
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртамра ӗнер ял аталанӑвӗ пирки калаҫнӑ. Тӗрӗсрех, ял аталанӑвӗнчен ҫӗршыв аталанӑвӗ килни ҫинчен. Ку тема тавра сӑмах хускатнисем хушшинче Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев, РФ Патшалӑх Думин Вӗренӳ енӗпе ӗҫлекен комитечӗн ертӳҫин ҫумӗ Алена Аршинова, РФ Ял хуҫалӑх министерствин Ял аталанӑвӗн тата социаллӑ политика департаменчӗн пуҫлӑхӗ Дмитрий Торопов пулнӑ. Ял аталанӑвӗ пирки калаҫма Мускав, Тӗп регион тата Чӑваш Ен муфтийӗ, РФ Общество палатин пайташӗ Альбир Крганов та хутшӑннинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Муфти Шӑнкӑртамра ирттернӗ канашлун йӗркелӳ комитечӗн ертӳҫи пулнӑ.
Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче форума ҫӗршывӑн ытти регионӗнчи тата ют ҫӗршыври хӑнасем те ҫитни пирки те пӗлтернӗ. Михаил Игнатьев ял ҫыннисен пурнӑҫне лайӑхлатма условисем туса панине асӑнса хӑварнӑ.
Сӑнсем (47)
Ҫак кунсенче ял хуҫалӑх ӗҫченӗсем хӑйсен професси уявне паллӑ тӑвӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, уяв умӗн чи лайӑххисене чыслаҫҫӗ. Паян Правительство ҫуртӗнче 18 ҫын Хисеп хутне тата ЧР Ял хуҫалӑх министерствин грамотине тивӗҫнӗ.
Паян наградӑна тивӗҫнисен йышӗнче «Шупашкарти элеватор» цех пуҫлӑхӗ Валерий Емельянов та пулнӑ. Вӑл ӗҫлекен предприятири цех тулӑ авӑртать. Арман талӑкне 500 тонна таран ҫӑнӑх тума пултарать. Кунта ҫын нумаях ӗҫлемест. Чылай ӗҫе диспетчер йӗркелесе пырать.
Валерий Емельянов «Чӑвашҫӑкӑрпродукт» предприятие 1988 ҫултах ӗҫлеме килнӗ. Малтанах рабочи пулнӑ вӑл. Халӗ вӑл 80 ҫынна ертсе пырать.
Валерий Емельянов палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӑнӑх тата тырӑ тӑвас технологи 27 ҫулта улшӑнман. Оборудовани ҫеҫ ылмашӑннӑ. Ҫавна май продукци пахалӑхӗ те ӳснӗ.
Валерий Емельянов хӑйӗн ӗҫне ахальлисен йышне кӗртет. Анчах ӗҫтешӗсем урӑхла шутлаҫҫӗ: награда хӑйӗн хуҫине тупнӑ.
Ял хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсем тырӑ типӗтмелли агрегатсен пӗлтерӗшне питӗ лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Лайӑх типӗтмен тырра тирпейлекенсем те хапӑлламаҫҫӗ, упранма та ун пек тырӑ начар упранать, кӑвакарса япӑхать, выльӑха пама ат юрӑхсӑра тухма пултарать. Типӗтмелли комплекссем ҫуккипе хуҫалӑхсем вӑл пур кӳршӗллӗ предприятисенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Ку вӑл, паллах, тӳлевсӗр мар.
Хуҫалӑхшӑн ҫивӗч ҫак ыйту малашне Шупашкар районӗнчи темиҫе хуҫалӑхра татӑлӗ. «Прогресс» акционерсен обществинче иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫӗнӗ комплекса тӗрӗслемелле ӗҫлеттерсе пӑхнӑ. Ҫак эрнере ӑна хута ямалла. Комплекс хӑвачӗ сехетре 20 тоннӑпа танлашать.
Сӑмах май, ун пеккине нумаях пулмасть асӑннӑ районти Ленин ячӗллӗ колхозра хута янӑ. 13 миллиона кайса ларнӑ комплекса халӗ хӗле валли тирпейлесе хунӑ ӗнтӗ. Ун йышширех типӗтмелли комплекссем «Чӑваш бройлерӗ», «Приволжское» хуҫалӑхсенче те пур. Ҫав вӑхӑтрах Куйбышев ячӗллӗ, «Туруновский», «Туруновская», «Средняя Волга», Кадыков ячӗллӗ хуҫалӑхсен урӑх предприятисенче типӗтме тивет.
Шупашкарта ҫулсерен иртекен «Кӗр парнисем» ярмӑркка вӗҫленнӗ. Ял хуҫалӑх продукцине ҫакнашкал мелпе сутни йӑлана кӗнӗ ӗнтӗ.
ЧР влаҫӗсен официаллӑ порталӗн сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал хулара пурӑнакан ҫынсем ярмӑрккӑра 1006 тонна ҫӗрулми тата пахча ҫимӗҫ туяннӑ.
Аса илтерер: Шупашкарта ярмӑркка ҫурла уйӑхӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Вӑл хӑйӗн ӗҫне юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫеҫ вӗҫленӗ. Пӗтӗмпе Шупашкарта 4 лапам ӗҫленӗ. Унти вырӑнсене конкурс ирттерсе пайланӑ.
Кӑҫал ярмӑрккӑра пахча ҫимӗҫ продукцине 122693,93 пин тенкӗлӗх сутнӑ. Тӗплӗнрех каласан, ярмӑрккӑра 814,37 тонна ҫӗрулми (8435,67 пин тенкӗлӗх), 170,65 тонна пахча ҫимӗҫ (2813,08 пин тенкӗлӗх), 21,41 тонна ытти продукци (1015,18 пин тенкӗлӗх) сутӑннӑ.
Ҫитес ҫул та «Кӗр парнисем» ярмӑркка ҫурла уйӑхӗнче уҫӑлӗ.
Чӗмпӗр облаҫӗнчи «Симбирск бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкӗ йывӑрлӑха кӗрсе ӳкнӗ. Унти ял хуҫалӑх предприятийӗ пирки мӗншӗн Чӑвашра сӑмах пуҫарни пирки каласан, маларах асӑннӑ ҫав хапрӑка пирӗн тӑрӑхри пуян, Владимир Ермолаев, туянни пирки палӑртмалла.
Аса илтеретпӗр, «Юрма» агрохолдинг ертӳҫи Владимир Ермолаев Шупашкарти чӑлхапа трикотаж хапрӑкне, Етӗрнери тата Муркашри кирпӗч савучӗсене, «СУОР» предприятие, 21-мӗш телеканала тытса тӑни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чӑвашри пуян туяннӑ Чӗмпӗр облаҫӗнчи хапрӑк хальлӗхе ӗҫлесе кайман-мӗн. Унта нумаях пулмасть 18 уйӑхлӑха тулаш управленийӗ туса хунӑ. «Рупор 73» агентство хапрӑкри ӗҫ-хӗле питӗ начар тесе хакланине пӑшӑрханса пӗлтернӗ.
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри ял хуҫалӑх Ҫыравне халалланӑ викторина старт илнӗ. Унта 18 ҫул тултарнӑ ҫынсем хутшӑнса хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслеме пултарӗҫ.
Кӑмӑл пуррисен малтанах www.vshp2016.ru сайтра регистрациленмелле. Унта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн вӗҫӗччен кашни юнкун 10 сехетре (Мускав вӑхӑчӗпе) «Викторина» пайра виҫӗ ыйтуран кая мар пичетленӗ. Вӗсене юнкунсерен «Раҫҫей радиовӗнче» 18 сехет те 25 минутра калӗҫ.
Ыйтусене хуравламашкӑн Пӗтӗм Раҫҫей Ҫыравӗн сайтӗнче ятарлӑ формӑна ҫырмалла. Унта хурава, ҫавӑн пекех ят-шыва, электронлӑ почтӑн адресне тата ӑҫта пурӑннине кӑтартмалла.
Хуравсене тӑватӑ кун йышӑнӗҫ. Тӗрӗс тата туллин хуравланисене парнесемпе хавхалантарӗҫ.
Кӗрхи ӗҫем вӗҫленнӗпе пӗрех ӗнтӗ. Патӑрьел районӗнче вара хӗвелҫаврӑнӑш пухаҫҫӗ. Ҫак культурӑна лартакан нумай мар. Анчах Шейхула Куликов хӑраса тӑман — ӑна чылай акнӑ.
Унӑн хуҫалӑхӗнче 1800 гектар ҫӗр. Вӗсенчен 450-шне вӑл хӗвелҫаврӑнӑш лартнӑ. Малтанах культура лайӑх ӳсмен. Ҫумӑр ытлах ҫуман-ҫке. Кайран вара хӗвелҫаврӑнӑш самай аталанса ӳснӗ.
Хальлӗхе 100 гектар ҫӗр ҫинчен ҫеҫ хӗвелҫаврӑнӑша пухнӑ. Уйра пӗр комбайн ҫеҫ ӗҫлет. Техникӑна тара тытма хака ларать.
Шейхула Куликов каланӑ тӑрӑх, культурӑна тӗрлӗ вӑхӑтра акнӑ, ҫавӑнпа вӑл пӗр харӑс пулса ҫитмен. Фермер пирӗн тӑрӑхра лайӑх ӳсекен сорта суйланӑ. Хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри тырӑран икӗ хут хаклӑрах каять. Ӑна ытларах тип ҫу тума туянаҫҫӗ.
Туянакан нумай. Тӗрлӗ тӑрӑхран килеҫҫӗ ун патне. Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи сӗт савучӗ те унпа ӗҫлет. Ҫитес ҫул фермер ҫак культурӑна тата ытларах лартасшӑн.
Чӑваш Республикин Министрсен Кабинечӗн ӗнерхи ларӑвӗнче ЧР экономика министрне Чӑваш Енӗн Элтеперӗнчен ят илтнӗ.
Ларура Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2030-мӗш ҫулчченхи прогнозне тишкернӗ. Прогноза Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫ тата суту-илӳ министерстви хатӗрленӗ. Михаил Игнатьев Элтепер Владимир Аврелькин ял хуҫалӑхӗнчи тата промышленноҫри ӗҫ укҫин виҫине мӗн чухлӗ пулассине палӑртнипе кӑмӑллах пулман. Михаил Васильевич ял хуҫалӑхне аталантарма халӗ меллӗ лару-тӑру тесе шухӑшланӑ май ҫак отрасльти ӳсӗм те лайӑхланмалла тесе шухӑшлать-мӗн. Экономика министерстви ӳсӗме ҫитес ҫул 2,4 процент тесе палӑртать. «Ӗҫ укҫине ӳстерес тесен ку вӑл сахал», — тенӗ Михаил Игнатьев Владимир Аврелькина.
«Мӗн тери чее тата ӑслӑ министр эсӗ пирӗн. Чӑн-чӑн бюрократ пулса кайрӑн», — тенӗ ял хуҫалӑхӗнчи тӑрӑм тата шалу виҫи калаҫнӑ май Михаил Игнатьев Владимир Аврелькин министра.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |